уроженцы Козловского района
Вашки (Никифоров) Иван Никифорович
(17.11.1914-02.08.2011)


Вашки Иван Никифорович: фото

Вашки (Никифоров) Иван Никифорович (17.11.1914-02.08.2011)

Сӑвӑҫ, проза ӑсти, драматург, куҫаруҫӑ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1962), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ.

1914 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 4 (17)-мӗшӗнче хальхи Куславкка районӗнчи Ҫӳлти Куснар ялӗнче ҫуралнӑ.

Иван Никифорович Никифоров (Вашки) 1936-1938 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ, ун хыҫҫӑн Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗнче, "Ҫамрӑк большевик" хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫлансан фронта тухса кайнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫул "Ялав" журнал редакцийӗн секретарӗнче, КПСС обкомӗн пропагандӑпа агитаци пайӗнче ӗҫленӗ. Горький хулинчи парти аслӑ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. "Тӑван Атӑл" альманахӑн яваплӑ секретарӗ пулнӑ.

Иван Вашки чӑваш поэзийӗнче те, прозинче те, драматургийӗнче те йӗр хӑварнӑ писатель. А.Н. Островский, А.А. Крон пьесисене, В.А. Кочетовӑн "Журбинсем" романне, С.Я. Маршакӑн, М.В. Исаковскин, С.В. Михалковӑн сӑввисене тата ыт. те чӑвашла куҫарнӑ. Вӑл сакӑр кӗнеке авторӗ.

2011 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.