уроженцы Моргаушского района
Ктра Мишша (Кудрявцев-Ильин, Михаил Ильич)
(19.11.1911-06.03.1944)


Ктра Мишша: фото

Кӑтра Мишши (Кудрявцев-Ильин Михаил Ильич) (19.11.1911-06.03.1944)

Писатель, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1962, вилнӗ хыҫҫӑн), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнаканӗ.

1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Муркаш районне кӗрекен Тури Панкли ялӗнче ҫуралнӑ.

Кӑтра Мишши 1921-1925 ҫулсенче Панклири пуҫламӑш шкулта, 1925-1929 ҫулсенче Тивӗшри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта, 1929-1932 ҫулсенче Шупашкарти педагогика техникумӗнче вӗреннӗ. 1932-1934 ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Хыркассинче тулли мар вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ, 1934-1938 ҫулсенче Шупашкарти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ӑна Улатӑрти педагогика училищине чӑваш литератури вӗрентме янӑ. 1938-1940 ҫулсенче ҫарта хӗсметре пулнӑ.

Ҫартан таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫур ҫул хушши Шупашкарта Чӑваш кӗнеке издательствинче учебниксен редакторӗ пулса ӗҫленӗ. 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе фронта тухса кайнӑ. 1944 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Украина ҫӗрӗнчи ҫапӑҫусенчен пӗринче паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ. Унӑн ӳтне Тернополь облаҫӗнчи Шумы районӗнчи Шумбар ялӗ патӗнче тӑванла масар ҫине пытарнӑ.

Кӑтра Мишши литература ӗҫне XX ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче тытӑннӑ. Унӑн пӗрремӗш калавӗсем "Сунтал" журналта пичетленнӗ. Хайлавӗсем халиччен уйрӑм кӗнекен тухман.