уроженцы Урмарского района
Никитин (Кельбук Мучи) Ефим Никитич
(04.04.(22.03)1912-26.10.2000)


Никитин Ефим Никитич (Кельбук Мучи)

Никитин (Кельбук Мучи) Ефим Никитич (04.04.1912-26.10.2000).

Актер, режиссер, педагог, публицист, драматург, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1953), РСФР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1975), Чӑваш АССР халӑх артисчӗ (1968), Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ (1942-1943).

1912 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи халӗ (Вӑрмар районӗ) Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Ленинградри театр техникумӗнче,Чӑваш патшалӑх музыкӑпа театр техникумӗн актерсен уйрӑмӗнче (1935), Дон ҫинчи Ростов хулинчирежиссерсен курсӗнче (1940) вӗреннӗ. 1933-1940 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче, 1943-2000 ҫулсече К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче вылянӑ.

Е. Никитин виҫҫӗре яхӑн роль калӑпланӑ. Режиссер пулса чӑваш театрӗсен сценисем ҫинче вӑтӑра яхӑн пьеса лартнӑ. Халӑх театрӗсене ертсе пынӑ. Радиоспектакльсене хутшӑннӑ, Кӗлпук Мучи юмахҫӑ ролӗсене "Каҫхи юмах" вуланӑ. Вӑл 15 пьеса ҫырнӑ, вӗсене чӑваш театрӗсен сценисем ҫинче тӗрлӗ ҫулсенче лартнӑ: "Сарпике юрри", "Юрату юрри", Кукша Иван", "Шӑнкӑрав хыҫҫӑн" тата ытти те.

2000 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

За большие заслуги в развитии чувашского театрального искусства в 1972 г. занесен в Почетную Книгу Трудовой Славы и Героизма Чувашской АССР. Награжден орденом "Знак Почета", Отечественной войны II степени, медалями.