(03.09.1962)
Силпи Надежда Никитична (Степанова) (03.09.1962)
Сӑвӑҫ, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн ҫыравҫисен союзӗн членӗ (1998), Раҫҫей Федерацийӗн журналистен союзӗн членӗ (2002).
1962 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ.
Надежда Никитична Степанова (Силпи) вӑтам шкултан, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенче ачасене вӗрентнӗ. Кукеҫри район администрацийӗнче ӗҫленӗ. 2012 ҫултан – Шупашкарти электромеханика завочӗн ӗҫлев пайӗн инспекторӗ.
Ача-пӑча валли ҫырнӑ сӑввисем "Тантӑш" хаҫатра, "Самант" журналта, шкул учебникӗсенче пичетленнӗ.
"Хаваслӑ ачалӑх", "Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх", "Эпӗ чечекленекен ҫеҫпӗл", "Хӑрушӑ тӑшман", "Сан ятупа", "Савӑк кӗвӗ чунӑмра" тата ыт. кӗнекесен авторӗ.