уроженцы Канашского района
Сялгузь (Кузьмин) Петр Николаевич
(03.05.1952-13.08.2010)


Сялгузь (Кузьмин) Петр Николаевич: фото

Петӗр Ҫӑлкуҫ (Петр Николаевич Кузьмин) (03.05.1952-13.08.2010)

Ҫыравҫӑ, журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1997), В. Митта ячӗллӗ преми лауреачӗ (2001), Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1997), Раҫҫей тата Чӑваш Республикин журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1982).

1952 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ.

Петӗр Ҫӑлкуҫ тӗрлӗ ҫулсенче комбайнер помошникӗ, рабочий, учитель, шкул директорӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнчи шкулта, "Пионер сасси" ("Тантӑш"), "Хресчен сасси", Елчӗк районӗнчи "Колхоз ялавӗ" хаҫатсен редакцийӗсенче ӗҫленӗ.

Ҫыравҫӑ С. Михалков, В. Высоцкий, Г. Тукай, М. Лермонтов, А. Барто т. ыт. хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

"Вӗл! вӗлкӗш, парӑсӑм!", "Асатте ялӗнче" (Б. Тихоновпа кӑларнӑ), "Салтака каять така", "Тӗнчипе эпир килетпӗр", "Карамель-тарамель", "Савӑнӑҫлӑ тӗл пулу" сӑвӑ кӗнекисен авторӗ. Унӑн "Тӑхӑр уйӑх" поэмӑ чӑваш литературинче паллӑ вырӑн йышӑнать.

2010 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ.