уроженцы Красночетайского района
Ялгир (Тихонов) Петр Алексеевич
(19.02.1922-15.12.2006)


Ялгир Петр Алексеевич: фото

Ялкир (Тихонов) Петр Алексеевич (19.02.1922-15.12.2006).

Поэт, куҫаруҫӑ, журналист, СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1969), Раҫҫей Федерацийӗн музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш АССРӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1972), П. Хусанкай ячӗллӗ преми лауреачӗ.

1922 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗн Ирчемесре ҫуралнӑ.

Ялкир (Тихонов) Петр Алексеевич Уйпуҫӗнчи тулли мар вӑтам шкулта, Канашри педучилищӗре, Ленинградри артиллери училищинче, Мускаври А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче тата Шупашкарти марксизм-ленинизм университетӗнче пӗлӳ пухнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Хӗрлӗ Чутайра райхаҫат редакцийӗн яваплӑ секретарӗ, районти радиовещании редакторӗ, ВЛКСМ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, Вӑрнар район хаҫачӗн редакторӗ, райӗҫтӑвкомӑн культура, КПСС райкомӗн пропаганда пайӗсен заведующийӗ, Чӑвашрадио корреспонденчӗ, Писательсен союзӗн пропаганда бюровӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ.

П. Ялкирӗн малтанхи сӑвви 1935 ҫулта "Хатӗр пул" журналта пичетленнӗ. Пурӗ поэтӑн 50 кӗнеке тухнӑ: "Ҫавал ҫути", "Тӑван кӗтес", "70 те 7 юрӑ", "Ачасем юрлаҫҫӗ", "Капӑр Натали", "Шӑртлӑ кулӑ", "Янӑравлӑ шӑнкӑрав", "Сукмак", "Суйласа илнисем" т.ыт. те. Вӑл А. Бартопа С. Маршакӑн ачасем валли ҫырнӑ сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ.

Ҫыравҫӑ 2006 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ, Вӑрнар поселокӗнче пытарнӑ.