уроженцы Аликовского района
Емельянов Прохор Кононович
(07.08.1913-25.12.1991)


Емельянов Прохор Кононович: фото

Емельянов Прохор Кононович (07.08.1913-25.12.1991).

Прозаик, драматург, СССР писательсен Союзӗн членӗ (1978).

1913 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Ураскильт ялӗнче ҫуралнӑ.

Элӗкри икӗ сыпӑклӑ шкулта, Чулхулари шыв техникумӗнче, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн историпе филологи факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. Чулхулари ҫул- йӗр, Ҫӗмӗрлери вӑрман хуҫалӑхӗн техникумӗсенче, Канашри чугун ҫул шкулӗнче, Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман хуҫалӑхӗн техникумӗнче тата 2-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта ӗҫленӗ. Писатель Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пулнӑ.

Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин II степеньлӗ орденне тата медальсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

XX ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулсенче пичетленме пуҫланӑ. Малтанхи сӑввисем, очеркӗсем, фельетонӗсем "Сунтал" журналта, "Ҫамрӑк колхозник", "Канаш", "Красная Чувашия" хаҫатсенче пичетленнӗ. Ҫыравҫӑ Чӑваш литературин хрестоматине хатӗрлес ӗҫе хутшӑннӑ. Ачасем валли ҫыравҫӑн ҫак кӗнекесем пичетленнӗ: "Ҫумӑр тумламӗ" (1963), "Эпӗ сукмакпа пыратӑп" (1972), "Юратнӑ тусӑмсем" (1982), "Япаласем ӑҫтан килнӗ?" (1991).

1991 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.