уроженцы Красноармейского района
Трофимов Прохор Трофимович
(15.02.1908-24.02.1991)


Участник Великой Отечественной войны 1941-1945 гг. Прохор Трофимович Трофимов // ГАСИ ЧР. Ф.2922. Оп.2. Д.5. Л.3.

Трофимов Прохор Трофимович (15.02.1908-24.02.1991).

Чӑваш писателӗ, СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1982), РСФСРӗн тата Чӑваш республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1978), республикӑри журналистсен Ҫемен Элгкер ячӗллӗ преми лауреачӗ (1976), финн тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ.

1908 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Хусан кӗпернинчи Етӗрне уесӗнчи Анаткасси ялӗнче (хале Красноармейски районӗ) ҫуралнӑ.

Ялти шкултан, Шупашкарти совпартшкултан, Тухӑҫ халӑхӗсен Мускаври коммунистла университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш Сурӑмӗнчи вулӑс комитечӗн секретарӗ пулнӑ, Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче парти ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ, Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи иккӗмӗш сыпӑкри партшкулта вӗрентнӗ. 1932 ҫулта Хӗрлӗ ҫара кайнӑ. Бронетанковӑй шкулта вӗрентнӗ, политпай инструкторӗ, полк комиссарӗ, корпус политпайӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ, дивизи комиссарӗ пулнӑ, финн вӑрҫине хутшӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Крымра, Сталинград патӗнче, Курск пӗккинче ҫапӑҫнӑ, Украинӑна, Белоруссие, Польшӑна ирӗке кӑларнӑ тытуҫусене, Берлина илнӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн - бригада политпайӗн пуҫлӑхӗ. Запаса тухсан Прохор Трофимович 1963 ҫулччен республикӑри ДОСАФ комитечӗн председателӗнче ӗҫленӗ.

Малтанхи хӑйлавсем 1960 ҫулхи кун ҫути курнӑ. Хӑйлавӗсене икӗ чӗлхепе те ҫырнӑ. Унӑн "Ухабистые дорги", "Атӑл хӗрринчен Берлина ҫити", "Сталинград ҫулӑмӗ", "Салтак мухтавӗ", "Сталинградцы" калавсемпе, тӗрленчӗксенче, роман-повеҫӗнче паттӑр салтак-офицерсем ҫинчен вуласа пӗлме пулать.

П. П. Трофимова Хӗрлӗ Ялав орденӗпе виҫӗ хутчен, Отечественнӑй вӑрҫӑн 1-мӗш степеньлӗ орденӗпе икӗ хутчен, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе виҫӗ хутчен тата медальсемпе наградӑланӑ.

П. Т. Трофимов 1991 ҫулхи нурӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вилнӗ.