уроженцы Вурнарского района
Луч (Васильев) Григорий Васильевич
(01.08.1931-16.11.1998)


Г.В. Луч

Луч (Васильев) Григорий Васильевич (01.08.1931-16.11.1998)

Писатель, журналист, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ.

1931 ҫулта ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялӗнче ҫуралнӑ.

Григорий Васильевич Васильев (Григорий Луч) Шӑхасанти вӑтам шкулта, Партин Ленинградри аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Шӑхасанти район хаҫачӗн редакторӗ, Канашри комсомол райкомӗн секретарӗ, Чӑваш ВЛКСМ обкомӗн инструкторӗ, "Молодой коммунист" хаҫатӑн редактор ҫумӗ, "Коммунизм ялавӗ" тата "Советская Чувашия" хаҫатсенче пай пуҫлӑхӗ, парти обкомӗнче пичет, телевиденипе радио секторӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, "Капкӑн" журналӑн тӗп редакторӗнче ӗҫленӗ.

Ача-пӑча ҫыравҫи тата кулӑшла калавсен авторӗ. 1960-мӗш ҫулсенче пичетленме тытӑннӑ. 1970 ҫулта СССР Писательсен союзне кӗнӗ.

Ачасем валли тухнӑ кӗнекисем: "Иккӗмӗш кил" (1964), "Шип-шип" (1964, 2015), "Эсир Куҫука курман-и?" (1968), "Эпир те салтаксем" (1971), "Пӑшалсӑр сунарҫӑ" (1976), "Чапаев ачисем" (1977), "Кӗтуҫ шӑхличӗ" (1980), "Ӑҫта эс, ылтӑн кайӑк?" (1981) тата ыттисем.

Ҫыравҫӑ 1998 ҫулта Шупашкарта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.