уроженцы Урмарского района
Исаев (Авраль) Дмитрий Владимирович
(06.06.1905-18.04.1930)


Исаев (Авраль) Дмитрий Владимирович: фото

Исаев Мӗтри-Авраль (Дмитрий Владимирович Исаев) (06.06.1905-18.04.1930)

Писатель, литература критикӗ.

1905 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Исаев Мӗтри-Авраль (Дмитрий Владимирович Исаев) ялти шкулта вӗреннӗ. Ашшӗ-амӑшӗнчен вун виҫӗ ҫултах тӑлӑха юлнӑскере, 1921 ҫулта, Атӑл тӑрӑхӗнчи выҫлӑх вӑхӑтӗнче, ытти ачасемпе пӗрле Мускав патӗнчи Балашихӑри ача ҫуртне вырнаҫтарнӑ. Выҫлӑх ҫул хыҫҫӑн Мускаври электричествӑпа механика училищине вӗренме кӗнӗ.

1924 ҫулта Исаев Мӗтри Шупашкара таврӑннӑ, "Канаш" хаҫат редакцийӗнче корректорта ӗҫлеме тытӑннӑ. 1925 ҫулта ӑна комсомолӑн Шупашкар хула комитечӗн секретарьне суйланӑ, кӗҫех Мускава Хӗвел тухӑҫӗнчи халӑхсен Я.М. Свердлов ячӗллӗ университета вӗренме янӑ. Анчах вӑл унта нумай вӗренеймен, сывлӑхӗ япӑххипе виҫӗ уйӑхранах Шупашкара таврӑннӑ. 1926 ҫулта Исаев Мӗтрине Хӗрлӗ Ҫap ретне илнӗ. Чир вӑйланнӑ пирки ӑна часах киле янӑ. Вӑл комсомол, парти райкомӗсенче, "Сунтал" журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. 1929 ҫулта Самар хулине куҫса кайнӑ, унта "Колхозник" хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ.

Исаев Мӗтри сӑвӑсемпе статьясем, калавсем ҫырнӑ. 1927 ҫулта "Сунтал" журналта унӑн чи паллӑ произведенийӗ — "Рабфак хӗрӗ" калавӗ пичетленнӗ. Исаев Мӗтри — чӑваш литературинче критика жанрне аталантарнӑ писательсенчен пӗри. Ку енӗпе "Поэтсемпе поэзи ҫинчен" (1927), "Нацилле культура пирки" (1928), "Вырӑс классикӗсене ытларах вуласа вӗренер" (1929) тата ытти ӗҫӗсене асӑнмалла.

Исаев Мӗтри кӗнекисем: "Хӗрлӗ хунавсем" (ку кӗнекене С.Горскипе пӗрле хатӗрленӗ, 1928), "Пролетари литературишӗн" (1930), "Ҫӗнелнӗ йӑх" (1930), "Пирӗн йӑх" (1947), "Пирӗн ӑру" (1981).

Писатель 1930 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Самара хулинче вилнӗ.