уроженцы Козловского района
Андреев Михаил Александрович
(25.11.1947)


Андреев Михаил Александрович: фото

Андреев Михаил Александрович (10.11.1947)

Журналист, сӑвӑҫ, Раҫҫей журналистсен союзӗн членӗ (1979)

1947 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Минкӗш ялӗнче ҫуралнӑ.

Михаил Александрович Андреев 1971 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑвашрадиора, Куславкка районӗн "Ялав" хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. Чӗрӗк ӗмӗр Куславкка районӗнчи Минкӗш тата Туканаш шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ.

Михаил Андреевӑн сӑввисемпе поэмисем республикӑри чылай хаҫат-журналта кун ҫути курнӑ. Вӑл чӑваш ҫӗршывӗ, ҫын тивӗҫӗ, юрату савӑнӑҫӗпе хурлӑхӗ, ҫамрӑклӑх илемӗ ҫинчен ҫырма уйрӑмах кӑмӑллать. Унӑн "Ҫамрӑклӑх сасси", "Шуршу вӑййи", "Шур ҫӑлтӑрсем ҫунӑ чух", "О жизни и футболе" кӗнекисем пичетленсе тухнӑ.

Михаил Андреев // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С.499.