уроженцы Цивильского района
Эсхель (Александров) Аркадий Александрович
(23.02.1914-06.12.1992)


Эсхель А. А.

Эсхель (Александров) Аркадий Александрович (23.02.1914-06.12.1992).

Писатель, куҫаруҫӑ, СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1937).

1914 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10 (23)-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районӗнчи Янсакассинче ҫуралнӑ.

Аркадий Александрович Александров (Ӗҫхӗл) малтан Хӗрлӗ Тури пуҫламӑш шкулта, унтан Ҫӗрпӳри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ. 1927 ҫулта ун кил-йышӗ Тутар республикинчи Алексеевка районне куҫса кайнӑ. 1928 ҫулта сӑвӑҫ Сиктӗрмери сакӑр ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ, Чистайри ял хуҫалӑх техникумне кайса кӗнӗ, Хусанти педагогика институтӗнче чӗлхепе литература факультетӗнче кӗретсӗр майпа вӗреннӗ.

1932 ҫулхи кӗркунне поэт Шупашкара куҫса килнӗ, Чӑваш писателӗсен союзӗн правленийӗнче ӗҫленӗ. 1933 ҫулхи ҫуркунне вӑл хӑйӗн тӑван колхозне кайнӑ, унта колхоз председателӗн ҫумӗ пулнӑ.

1934-1960 ҫулсенче А. Ӗҫхӗл тӗрлӗ хаҫат редакцийӗсенче вӑй хунӑ. "Илемлӗ литература" альманах редакциленӗ. 1960-1962 ҫулсенче вӑл Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи искусство управленийӗн начальникӗ, каярах "Ялав" журнал редакторӗ пулнӑ.

50 ытла кӗнеке авторӗ. Вӗсем хушшинче: "Ырӑ кун" (Добрый день), "Тарӑн суха" (Глубокая борозда), "Тӑван кил" (Родной дом), "Ҫӗнтерӳҫӗсем" (Победители), "Ҫӗрлехи тӑвӑл" (Ночная буря), "Ҫул хыҫҫӑн ҫул" (За годом год), "Йӑлӑмри юрӑ" (Песня в долине), "Хӗвеллӗ ҫумӑр" (Солнечный дождь), "Юратнӑ ҫӗр" (Любимая земля), "Виҫӗ туй" (Три свадьбы), "Радуга над Волгой" тата ыт. те.

Литература ӗҫӗнче пысӑк ӳсӗмсем тунӑшӑн А. Ӗҫхӗле "Хисеп Палли" тата Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗсемпе чысланӑ.

1992 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.