уроженцы Красночетайского района
Чурбай (Колюшкин) Николай Иванович
(11.02.1908-06.08.1944)


Колюшкин (Чурбай) Николай Иванович: фото

Чурбай (Колюшкин) Николай Иванович (11.02.1908-06.08.1944)

Прозаик, сатирик, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнаканӗ.

1908 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Хӗрлӗ Чутай районне кӗрекен Мӑн Хӑмаркка ялӗнче ҫуралнӑ.

Николай Иванович Чурбай (Колюшкин) малтан Хӗрлӗ Чутайри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта, унтан Етӗрнери педагогика техникумӗнче, Шупашкарти педагогика институчӗн истори факультетӗнче вӗреннӗ. Вӗрентекен пулса ӗҫленӗ, кайран "Ленин ҫулӗпе" журнал редакцийӗн яваплӑ секретарӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ пулнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Н. Чурпай тӳрех салтак шинелӗ тӑхӑннӑ. Мускаври ҫарпа политика училищи ҫумӗнчи ҫарта ӗҫлеме политработниксем хатӗрлекен курсра вӗреннӗ, дивизири ҫар хаҫачӗн редакторӗ пулнӑ. Рота командирӗ Балтика тӑрӑхӗнчи хуласемпе ялсене ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин II степеньлӗ орденӗсемпе наградӑланӑ.

Сатирӑпа юмор жанрне аталантарас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тунӑ. Унӑн кулӑшла калавӗсемпе фельетонӗсем XX ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче ытларах "Капкӑн" журналта пичетленнӗ. Вӗсенчен паллӑраххисем: "Субботник", "Кӗмӗл укҫа", "Авлантарчӗҫ", "Хирӗҫле план", "Ӑса кӗчӗ", "Маннергейм патне янӑ ҫыру", "Макар доклачӗ" т. ыт. те.

1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Литвари Таборишки ятлӑ ял ҫывӑхӗнче хаяр ҫапӑҫусенчен пӗринче паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ.