уроженцы Аликовского района
Эйзин (Димитриев) Петр Егорович
(01.08.1943)


Эйзин П. Е.

Эйзин (Димитриев) Петр Егорович (01.08.1943).

Поэт, куҫаруҫӑ, СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1980), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1994), В. Митта ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ.

1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Энехмет ялӗнче ҫуралнӑ.

Петр Егорович Димитриев (Петӗр Эйзин) 1965 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ, Красноармейски район хаҫачӗн литӗҫченӗ, яваплӑ секретарӗ пулнӑ. 1968-2005 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. 2005-2008 ҫулсенче "Тӑван Атӑл" журналта поэзи пайӗн редакторӗнче тӑрӑшнӑ.

1962 ҫултанпа пичетленет. "Виҫӗ хӗлӗх" кӗнекери (1971, В. Тимаковпа тата А. Аттилпа пӗрле кӑларнӑ) унӑн "Ҫypaҫy" ятлӑ сӑввисен ярӑмӗ чӑваш поэзине ҫӗнӗ сасӑллӑ сӑвӑҫ килнине пӗлтернӗ.

П. Эйзинӑн "Кӑвайт" (1976), "Сар хӗвел" (1979), "Ҫӗмӗрт ҫути" (1980), "Тилӗ тус" (1983), "Анне пехилӗ" (1986), "Юлашки ҫил-тӑман" (1991), "Савни юррисем" (2003), "Упа керменӗ" (2008); вырӑсла: "Весенняя капля" (1982), "Костер сквозь снег" (2003) т. ыт. кӗнекисем тухнӑ.