уроженцы Чебоксарского района
Айзман Николай Спиридонович
(15.12.1905-17.07.1967)


Айзман Николай Спиридонович

Айзман Николай Спиридонович (15.12.1905-17.07.1967)

Драматург, режиссер, актер, СССР Писательсен союзӗн членӗ (1939), Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1940)

1905 ҫулхи раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районне кӗрекен Вомпукасси (Алькеш) ялӗнче ҫуралнӑ.

Н. Айзман 1926 ҫулта Шупашкарти музыка шкулне вӗренме кӗнӗ, тепӗр ҫултан Чӑваш патшалӑх театрӗ ҫумӗнче уҫӑлнӑ драма студине куҫнӑ. Ҫавӑнтанпа унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ чӑваш театрӗн искусствипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Чӑваш академи драма театрӗнче чӗрӗк ӗмӗр ытла ӗҫленӗ май малтанах актер, режиссер ассистенчӗ, унтан режиссер пулнӑ. Ҫав хушӑра ҫӗр ытла рольте вылянӑ, вӑтӑр ытла спектакль лартнӑ. 1929 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗнче Айзманӑн пирвайхи пьеси тӑрӑх "Йӑмраллӑ ял" спектакле сцена ҫине кӑларнӑ (пьеса ҫав ҫулах "Сунтал" журналта пичетленнӗ).

Хӑй пурнӑҫӗнче Айзман утмӑл ытла пьеса ҫырнӑ, вӗсенчен чи паллисем: "Шав", "Лиза Короткова", "Алла алӑ ҫунӑ чух", "Иван Новиков", "Кай, кай Ивана", "Мӑшӑр ҫулхи туй", "Савни савнине илет", "Хӑрушӑ чир", "Хӗвеллӗ кунсем", "Опера ҫурални", "Ҫӳпҫипе хупӑлчи", "Спирукпа Марук", "Эрешмен картинче", "Шикли шикленнӗ – кӗрӗкне пӗркеннӗ", "Пуҫа килсен пушмак", "Эх, пуҫана – ҫур ҫуна", "Кама савать, ҫавна каять" тата ыттисем. Н. Айзман драматургин пур жанрӗнче те тухӑҫлӑ ӗҫленӗ: драмӑсемпе комедисем, водевильсемпе скетчсем ҫырнӑ, прозӑлла хайлавсенчен инсценировкӑсем тунӑ. Сатира жанрне аталантаракансенчен пӗри.

Драматурги енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн ӑна Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗ икӗ хутчен Хисеп хучӗпе чысланӑ.

Ҫыравҫӑ 1967 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.