уроженцы Красноармейского района
Григорьев (Изембек Измай) Измаил Михайлович
(05.01.1945-27.06.2020)


Григорьев (Изембек Измай) Измаил Михайлович: фото

Григорьев (Изембек Измай) Измаил Михайлович (05.01.1945-27.06.2020).

Запасри полковник, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ (1978), доцент (1987), Раҫҫей журналистсен Союзӗн членӗ (1975), Раҫҫей писательсен Союзӗн членӗ (1999), Н. Янгас премийӗн лауреачӗ(1998), "Чӑваш ен"хаҫат премийӗн лауреачӗ.

1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхен 5-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Чуллӑ ялӗнче ҫуралнӑ.

Еншик Чуллӑри шкулта, Шупашкарти электромеханика техникумӗнче, Омскри Асвлӑ ҫар журналисчӗсен факултетӗнче, Мускаври ҫар академийӗнче, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Стройкӑра, Приборсем тӑвакан заводра ӗҫленӗ, Самарти "Защитник Родины" хаҫатра ҫар корреспонденчӗ, аслӑ ҫар училищинче преподователь, кафедра ертӳҫи пулнӑ. И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче кафедра пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.

Ачаранпах сӑвӑсемпе калавсем ҫырнӑ. 1950-1970-мӗш ҫулсенчи ачасемпе ҫамрӑксен пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырать. "На службе солдатской" (1983), "Автан тукмакӗ" (1998), "Атте урокӗ" 2005), "Чун хурапҫи" (2014) тата ыттит кӗнекесем пичетленсе тухнӑ.

Ҫыравҫӑ 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.