уроженцы Вурнарского района
Воробьев Алексей Александрович
(28.10.1922-31.03.1976)


Воробъев Алексей Александрович

Воробьев Алексей Александрович (28.10.1922-31.03.1976)

Поэт, куҫаруҫӑ, Чӑваш комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ (1972), СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1964), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ.

1922 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

А. Воробьев тӑван ялӗнчи пуҫламӑш шкулта, унтан тулли мар вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1941 ҫулта вӑл Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах ӑна Канаш районӗнчи ҫӗр ӗҫ пайне ӗҫлеме янӑ, каярахпа Вӑрнар районӗнчи МТСа куҫарнӑ, унта вӑл участок агрономӗ пулнӑ. 1942 ҫулхи май уйӑхӗнче вӑл фронта кайнӑ. Сталинград патӗнче поэт йывӑр аманнӑ. Вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна виҫӗ медальпе чысланӑ.

1955 ҫулччен вӑл Вӑрнар районӗнчи Ленин ячӗллӗ колхозра тата Калинино МТСӗнче агрономра ӗҫленӗ. 1957 ҫултанпа Шупашкарта пурӑнна. Тӗрлӗ вӑхӑтра вӑл Чӑваш-радиопа телевидени комитетӗнче ял хуҫалӑх передачисен редакторӗнче ӗҫленӗ. 1965-1967 ҫулсенче Мускаври А.М. Горький ячӗллӗ Литература институчӗ ҫумӗнчи Литература аслӑ курсӗнче вӗреннӗ.

Унӑн паллӑрах кӗнекисем: "Юратнӑ сӑнсем" (1961), "Ҫунатлӑ туйӑм" (1963), "Кӑвак шевле" (1967), "Юпа уйӑхӗ" (1971), "Кӑнтӑрла" (1972), "Йӑмра" (1974), "Хиртех ман чун"(1982).

Поэт 1976 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.