уроженцы Красноармейского района
Дмитриев (Карай) Николай Дмитриевич
(15.04.1942-09.09.2016)


Дмитриев (Карай) Николай Дмитриевич: фото

Дмитриев (Карай) Николай Дмитриевич (15.04.1942-09.09.2016).

Журналист, писатель, педагог, Раҫҫей журналистсен Союзӗн членӗ (1965), Раҫҫей писателӗсен Союзӗн членӗ (2011), Н. Янгас премийӗн лауреачӗ (1996).

1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Красноамейски районӗнчи Карай ялӗнче ҫуралнӑ.

1968 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренче тухнӑ. Малтанхи ҫулсенче шкулсенче ачасене вӗрентнӗ, тӑван районти "Ял пурнӑҫӗ" хаҫат редакцийӗнче вӑй хунӑ. Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи шкулсенче учительте ӗҫленӗ.

Калавсемпе сӑвӑсем ҫырнӑ Унӑн ку таранчен "Ураллӑ купӑс", "Туссемпе пӗрле", "Шӑллӑм", "Вырма парни", "Ял-йыш саламӗ", "Мучи пӗви", "Ҫывӑх тус" кӗнекесем пичетленсе тухнӑ. Николай Карай сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем юрӑсем хывнӑ.

Красноармейски районӗнчи Карай ялӗн хисеплӗ гражданинӗ.

Ҫыравҫӑ 2016-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.