уроженцы Ибресинского района
Лосев (Луҫ) Гаврил Спиридонович
(02.04.1935-17.04.2019)


Лосев Гаврил Спиридонович

Лосев (Луҫ) Гаврил Спиридонович (02.04.1935-17.04.2019).

Чӑваш писателӗ, Чӑваш Республикин ҫыравҫисен Союзӗн членӗ (2001), С. В. Элкер ячӗллӗ (2005), А.Талвир ячӗллӗ (2009) премийӗсен лауреачӗ.

1935 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Хумри Ишек ялӗнче ҫуралнӑ.

Ҫӗнӗ Выҫлири 7 класлӑ шкулта вӗреннӗ. Карелипе Ҫӗпӗр вӑрманӗсенче сухӑр юхтарнӑ. 1958-1972 ҫулсенче тӑван ялти клубра заведующи пулса ӗҫленӗ.

Илемлӗ хӑйлавсем ҫырма ҫамрӑклах пуҫланӑ. Перремӗш сӑвви 1956 ҫулта Йӗпреҫ районӗнчи "Коммунизм ҫӗнтерӗвӗшӗн" ("Ҫӗнтерӳшӗн") хаҫатра пичетленнӗ. Паллӑрах калавсем: "Амӑшӗпе хӗрӗ", "Юратупа эп килтӗм тӗнчене", "Чупать-ха пурнӑҫ урхамахӗ", "Хум хӗрринче ҫуралнӑ юрату", "Юрату – тӗнче тытӑмӗ", "Кунӗ пур вӗт ҫут тӗнчен – пурӑнасчӗ ыранччен" тата ыттите.

2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 17 мӗшӗнче вилнӗ.