уроженцы Вурнарского района
Куликова (Улькка Эльмен) Ольга Геннадьевна
(31.08.1961)


Куликова Ольга Геннадьевна: фото

Улькка Эльмен (Куликова Ольга Геннадьевна) (31.08.1961)

Писатель, журналист, Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (2002), Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1991).

1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ.

Улькка Эльмен (Ольга Геннадьевна Куликова) Ярмушкӑри вӑтам шкултан, Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑрнар районӗнчи Калининӑри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. 1990 ҫулта районти "Ҫӗнтерӳ ҫулӗ" хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтан Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулта директор ҫумӗ, район администрацийӗнче тӗрӗслевпе йӗркелӳ пайӗн тӗп специалисчӗ пулса ӗҫленӗ, "Капкӑн" журнал редакцийӗнче вӑй хунӑ.

Пӗрремӗш сӑввисемпе калавӗсем, повеҫӗсем район хаҫатӗнче, "Ялав", "Тӑван Атӑл", "Ҫил ҫунат" журналсенче пичетленнӗ. Унӑн кӗнекисем: "Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?." (2001), "Кая юлнӑ ӳкӗнӳ" (2002), "Упраймарӑм сана" т. ыт. те.

Улькка Эльменне Чӑваш Республикин Патшалах Канашӗн хисеп хучӗпе чысланӑ.