уроженцы Яльчикского района
Афалек Эндебе (Андреев, Олег Федорович)
(24.09.1950-29.10.2020)


Афалек Эндебе (Андреев, Олег Федорович)

Афалек Энтепе (Андреев Олег Федорович) (24.09.1950)

Ҫыравҫӑ, публицист, Раҫҫей Федерацийӗн писательсен союзӗн членӗ (1993).

1950 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Энтепе ялӗнче ҫуралнӑ.

Олег Федорович Андреев (Афалек Энтепе) вӑтам шкултан, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен тата Горький хулинчи парти аслӑ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1974-1975 ҫулсенче учительте ӗҫленӗ, Совет Ҫарӗнче службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн Елчӗк районӗнче комсомол тата парти райкомӗсенче вӑй хунӑ, тӑван ялӗнче шкул директорӗ пулнӑ.

А. Энтепе 1993 ҫултанпа Раҫҫей Федерацийӗн писательсен союзӗн членӗ. "Ҫулшырав" (1988), "Хутӑш вӑрман" (1989), "Киле таврӑнни" (1991) кӗнекесен авторӗ.

1980 ҫулта ӑна Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотине парса чыс тунӑ.

Афалек Энтепе // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 521.