уроженцы Красноармейского района
Васькин (Никитин) Василий Никитич
(04.02.1917-1942)


Васькин Василий Никитич

Никитин (Васькин) Василий Никитич (22.01.1917-1942)

Чӑваш поэчӗ, СССР писателӗсен Союзӗ членӗ (1962), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑҫин участникӗ.

1917 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче хальхи Чӑваш Республикин Красноармейски районне кӗрекен Шывпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Василий Никитич Никитин (Васькин) 1931 ҫулта Канаш районӗнчи Энтриялӗнчи колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1931-1935 ҫулсенче Улатӑрти педагогика техникумӗнче вӗреннӗ. 1935-1939 ҫулсенче Шывпуҫӗнчи тулли мар вӑтам, 1939-1941 ҫулсенче Канаш районӗнчи Чарпуҫӗнчи вӑтам шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ. 1939-1940 ҫулсенче Чӑваш педагогика институчӗн чӗлхепе литература факультетӗнче вӗреннӗ.

1941 ҫулта Тӑван ҫӗршыван аслӑ вӑрҫи пуҫлансан поэт фронта тухса кайнӑ. 1942 ҫулхи кӗркунне Конотоп хулине ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫусенчен пӗринче паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ.

1936-1940 ҫулсенче ҫамрӑк поэтӑн сӑввисем "Пионер сасси" тата "Ҫамрӑк большевик" хаҫатсенче пичетленсе пынӑ. Вӑл Граждан вӑрҫин паттӑрӗсем ҫинчен "Сергей Лазо" ятлӑ поэма ҫырнӑ.

1961 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви поэтӑн тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисене суйласа илсе "Сӑвӑсем" кӗнеке кӑларнӑ.