уроженцы Канашского района
Леонтьев Николай Леонтьевич
(30.01.1939-20.07.2002)


Леонтьев Николай Леонтьевич: фото

Леонтьев Николай Леонтьевич (30.01.1939-20.07.2002).

Журналист, поэт, прозаик, тӑлмач, чӑваш Республикин ҫыравҫисен Союзӗн членӗ (1994), Раҫҫей Федерацийӗн писателӗсен Союзӗн членӗ, Пушкӑрт АССР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ф. Карим литература премийӗн лауреачӗ.

1939 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пратьякас-Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ.

1958-1961 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче пулнӑ. Кайран ӗҫлекен ҫамрӑксен шкулӗнче вӗренсе тухнӑ. Хусанти В. И. Ульянов-Ленин ячӗллӗ патшалӑх универститетӗнче журналист дипломне илнӗ хыҫҫӑн 1962 ҫултанпа Пушкӑртастанра пурӑннӑ. Стерлитамак райхаҫатӗнче литература сотрудникӗ, пай ҫумӗ, яваплӑ секретарь, тӗп редактор заместителӗ пулса вӑй хунӑ. Николай Леонтьев - Стерлитамакри писательсен организациӗн ҫумӗнчи чӑваш ҫыравҫисен "Шуратӑп" литпӗрлешӗвне йӗркелесе яраканнисенчен пӗри.

1968 ҫулта унӑн "Капкӑн" журналта пӗрремӗш литература хайлавӗ пичетленсе тухнӑ. Малалла чӑваш журналӗсенче, хаҫатсенче тата коллективлӑ сборниксенче тӑтӑшах пичетленнӗ, сӑвӑ-калав ҫырнӑ, пушкӑрт, вырӑс, тутар ҫыравҫисен хӑйлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Кӗнекесен авторӗ: "Хурӑнсем ҫаплах кашлаҫҫӗ", "Ранняя осень" тата ыттите.

2002 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вилнӗ.