уроженцы Канашского района
Аттил (Никитин) Алексей Васильевич
(04.04.1943-12.12.1979)


Аттил (Никитин) Алексей Васильевич

Никитин (Аттил) Алексей Васильевич (04.04.1943-12.12.1979)

Чӑваш ҫыравҫи.

1943 ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ.

Алексей Васильевич Никитин (Аттил) Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Канаш районӗнчи Шаккӑлти вӑтам шкулта тата Чӑвашрадио комитетӗнче ӗҫленӗ.

А. Аттил сӑввисем республикӑри тӗрлӗ хаҫат-журналта, ушкӑнпа кӑларнӑ кӗнекесенче ("Виҫӗ хӗлӗх", 1971; "Хӗвел пайӑрки", 1981) пичетленнӗ, 1985 ҫулта "Илем" ятпа уйрӑм кӗнекен тухнӑ.

Пултаруллӑ сӑвӑҫ нумай вӑхӑт йывӑр чирлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн 1979 ҫулта раштавӑн 12-мӗшӗнче тӑван ялӗнче вилнӗ.