уроженцы Мариинско-Посадского района
Орлов (Арсен Орлов) Арсентий Петрович
(08.07.1918-1942)


Арсен Орлов: фото

Чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, СССР писателӗсен Союзӗн членӗ (1962), Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫа хутшӑннӑскер.

1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ.

А. Орлов Шӗнерпуҫ колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнче, Хусан патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче вӗренӳ литературин редакторӗнче ӗҫленӗ.

1960 ҫулта «Сӑвӑсем» ятлӑ сӑвӑсен пуххи пичетленсе тухнӑ. Ҫавӑнпекех "Юлашки юн тумламӗччен", "Пуля шӑтарнӑ чӗре" коллективлӑ сборниксенче те пичетленнӗ.

А. Орлов ҫурчӗ ларнӑ вырӑнта, Сюндюково ялӗнче Центральнӑй урамӗнче обелиск вырнаҫтарнӑ.

1942 ҫул пуҫламӑшӗнче пӗр ҫапӑҫура вилнӗ.