уроженцы Аликовского района
Синичкин Виссарион Вениаминович
(06.01.1936-11.11.2003)


В.В. Синичкин

Синичкин Виссарион Вениаминович (06.01.1936-11.11.2003)

Ҫыравҫӑ, драматург, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн (1985), халӗ Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ.

1936 ҫулхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мӑн Ямаш ялӗнче ҫуралнӑ.

Виссарион Вениаминович Синичкин 1954 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районне кӗрекен Штанашри вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ. Колхозра ӗҫленӗ, Совет Ҫарӗнче службӑра пулнӑ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренме кӗнӗ, анчах ӑна пӗтереймен. Шалти ӗҫсен министерствинче, Чӑваш потребсоюзра, тӗрлӗ хуҫалӑх ӗҫӗсенче вӑй хунӑ. Ӗҫленӗ хушӑрах Мускаври коопераци институтӗнче вӗреннӗ. 1979-1989 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ, каярах Чӑваш Писателӗсен союзӗ ҫумӗнчи илемлӗ литературӑна пропагандӑлакан бюро пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Малтанхи калавӗ 1968 ҫулта "Ҫамрӑк коммунист" хаҫатра пичетленнӗ. В. Синичкин калавсемпе повеҫсем, пьесӑсем, сӑвӑсем ҫырнӑ, куҫару енӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ. В. Козловӑн "Чул утрав президенчӗ" кӗнекине, Самара писателӗн В. Мясниковӑн калавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн "Салтак амӑшӗ" драмине К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен академи театрӗн сцени ҫинче лартнӑ.

Паллӑрах кӗнекисем: "Салтак тутӑрӗ" (1981), "Ҫулӑмсӑр тӗтӗм" (1983), "Пуҫлӑха мӗнле юрамалла-ши?" (пьесӑсем, 1986), "Кӑвак чаршав" (1987), "Хӗвел ури" (1989; 1997), "Таврӑннӑ телей" (1991).

В. Синичкин 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вилнӗ.