уроженцы Батыревского района
Тарасов Арсений Алексеевич
(28.06.1956)


Фото

Тарасов Арсений Алексеевич (28.06.1956)

Журналист, писатель, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ (2005), Чӑваш журналисчӗсен пӗрлӗхӗн Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ (2001), Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ (1996), П. Осипов ячӗллӗ преми лауреачӗ (2002), Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1982), Чӑваш Республикин профессилӗ писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1994).

1956 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлакасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Арсений Алексеевич Тарасов 1978 ҫулта, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк, Чӑваш радиопа телевидени редакторӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 1987-1989 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче, 1992-2009 ҫулсенче "Чӑваш ен" Патшалӑх телевиденипе радиовещани комитетӗнче журналист пулса ӗҫленӗ. 2010 ҫултанпа – "Тӑван Атӑл" журналӑн шеф-редакторӗ, с 2015 г. – заместитель главного редактора газеты "Хыпар" хаҫатӑн тӗп редактор ҫумӗ ; с 2020 июль уйӑхӗнчен – "Тӑван Атӑл" журналӑн тӗп редакторӗ.

Литература ӗҫӗнче 1970-мӗш ҫулсен варринче сӑвӑҫ пек палӑрать, каярах проза хайлавӗсем ҫырать. 1991 ҫулта унӑн "Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ" калавсен пуххи пичетленсе тухать. Документла телефильмсен тата тӗрлӗ телепроект ("Тавсси", "Хоппасем", "Кӑлтӑрмач-шоу" передачӑсем, "Ҫулҫӳрев тӗрленчӗкӗсем") авторӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ унӑн пьесипе сцена ҫине кӑларнӑ "Инҫет телей ҫути" спектакль Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх премине тивӗҫнӗ (2004). А. Тарасов республикӑри "Чӗнтӗрлӗ чаршав" конкурсра "Инҫет телей ҫути" драмӑшӑн "Ҫулталӑкри чи лайӑх драматург" ята тивӗҫнӗ. Куракансем унӑн "Салтак шӑпи", "Вӗҫсе иртеҫҫӗ кайӑксем" (О. Туркайпа пӗрле), "Мунча кунӗ" драмисене те аван пӗлеҫҫӗ.