уроженцы Ибресинского района
Кириллов (Геннадий ВасКир) Геннадий Васильевич
(12.11.1962)


Г. В. Кириллов

Кириллов Геннадий Васильевич (Геннадий ВасКир) (12.11.1962)

Драматург, публицист, куҫаруҫӑ, Раҫҫей Федерацийӗн театр ӗҫченӗсен (1989), журналистсен, Чӑваш писателӗсен (1990) союзӗсен членӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (2002), А. Талвир ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ (2006), ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ кӗнеке ал ҫыравӗсен республикӑри конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи (2013).

1962 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Ленинкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Геннадий Васильевич Кириллов (Геннадий ВасКир) Чӑваш Тимешри вӑтам шкулта, Авиацин кӗҫӗн специалисчӗсен шкулӗнче, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Мускаври Искусство университечӗн театроведени уйрӑмӗнче, Чӑваш патшалах университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗреннӗ. 1978 ҫултанпа – Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗ.

Районти "Ҫӗнтерӳшӗн" тата республикӑра тухса тӑнӑ "Пионер сасси" хаҫатсенче, "Хатӗр пул" журналта пичетленнӗ. Чӑвашрадиори ача-пӑча передачисен редакцийӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Чӑваш театрӗн аталанӑвне, артистсен пултарулӑхне тӗпчет.

Кӗнекисем: "Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши тата Пукане театрӗ", "Ӗмӗр манӑҫми пукане ӑсти", "Йытӑпа сунарҫӑ" (2013), "Пушмак тасатакан виҫӗ арҫын ача" (2014).