уроженцы Козловского района
Осипов Петр Николаевич
(27.01.1900-18.03.1987)


Осипов Петр Николаевич: фото

Осипов Петр Николаевич (27.01.1900-18.03.1987).

Драматург, СССР писателӗсен Союзӗн членӗ (1934), медицина наукисен кандидачӗ (1943), Граждан вӑрҫин участникӗ.

Петр Осипов1990 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Куславка районӗнчи Кутемер ялӗнче ҫуралнӑ.

Ялти шкулта, Хусанти арҫынсен гимназинче вӗреннӗ. 1918 ҫӳлта Хусанти университетӑн медицина факультетне вӗренме кӗнӗ, анчах унӑн граждан вӑрҫине хутшӑнма тивнӗ. Шуррисене Хусантан кӑларса янӑ хыҫҫӑн вӑл пӗр вӑхӑт "Чухӑнсен сасси" хаҫат редакцийӗнче литература сотрудникӗ пулса ӗҫленӗ, каярахпа, И. Максимов-Кошкинский хавхалантарнипе, Хусанта тин ҫеҫ ҫуралнӑ чӑваш театрӗнче артист пулса тӑнӑ. 1920 ҫулта вӑл университета таврӑнать. 1924 ҫулта вӗренсе тухсан Шупашкара килет те врач пулса ӗҫлет. Ҫынсене сыватнипе пӗр вӑхӑтрах 1927-1930 ҫулсенче театрӑн тӗп режиссерӗнче, 1931-1934 ҫулсенче музыка училищин преподавателӗнче ӗҫлет. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫул хушши республика сывлӑха сыхлас ӗҫ министрӗ пулнӑ.

Литература ӗҫӗнче утмӑл ҫул ытла тӑрӑшнӑ Петр Николаевич, 20 ытла пьеса, опера либреттисем, музыка комедийӗсем ҫырнӑ. Медицина учрежденийӗсенче ӗҫленӗ ҫулсенче вӑл хӗрӗх ытла наука ӗҫӗ ҫырса пичетленӗ. Паллӑ кӗнекесем: "Кушар", "Айдар" (драмӑсем), "Эльгей таврашӗ" (роман-эпопея), "Пичӗшӗпе шӑллӗ" (2-мӗш кӗнеке), "Павел Эльгеев" (3-мӗш кӗнеке) тата ыттите.

П. Осипова "РСФСР тава тивӗҫлӗ врачӗ" (1945), "Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ" (1940), Чӑваш АССР халӑх писателӗ" (1984) хисеплӗ ятсем панӑ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав, Халӑхсен туслӑхӗ, "Хисеп Палли" орденсемпе наградӑланӑ. Унӑн ятне Чӑваш АССР Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп Кӗнекине ҫырса хунӑ" (1970).

Ҫыравҫӑ 1987 ҫулхи пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вилнӗ.