уроженцы Урмарского района
Иванов (Пархатар) Николай Прокопьевич
(22.05.1937-01.03.2017)


Иванов (Пархатар) Н.П.

Иванов Николай Прокопьевич (Пархатар) (22.05.1937-01.03.2017)

Композитор, педагог, баянист, поэт, ЧАССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1981), РСФСР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1988), Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин композиторсен ассоциацийӗн членӗ, А. Талвирпа В. Алентей ячӗллӗ литература премийӗсен лауреачӗ.

1937 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Шӑхальте хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.

Николай Прокопьевич Иванов-Пархатар вӑрҫӑ ачи. Мӗн ачаран кӗвӗ-ҫемӗ юратса ӳснӗ. 1956 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Чӑваш педагогика институчӗн историпе филологи факультетне кӗрет. Пединститутра аслӑ пӗлӳ илнӗ хушӑра Шупашкарти музыка училищинче Р. Жуковский патӗнче баян класӗнче куҫӑн мар майпа вӗренет. 1960 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Анат Тӑрмӑш шкулӗнче вырӑс тата чӑваш чӗлхипе литература вӗрентет. Тепӗр ҫулхине вӑл Вӑрмар районӗнчи Кавалти вӑтам шкулта вырӑс чӗлхипе литература учителӗнче ӗҫлет. Кунтан ӑна ВЛКСМ Вӑрмар райкомӗн секретарьне суйлаҫҫӗ.

1964 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш педагогика институтӗнче музыкӑпа педагогика факультечӗ уҫӑлать. Николай Иванов унта вӗренме кӗрет. Иккӗмӗш аслӑ шкула 1968 ҫулта пӗтерет. Тӑватӑ ҫул А.В. Чернов патӗнче баян класӗнче вӗренет.

1963-1966 ҫулсенче Кӗтеснер вӑтам шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литература, 1968-1971 ҫулсенче Вӑрмар вӑтам шкулӗнче музыка учителӗ, ачасен музыка шкулӗнче баян калама вӗрентекен пулса ӗҫлет. 1971-1992 ҫулсенче Вӑрмарти ачасен музыка, 1992-2000 ҫулсенче искусство шкулӗсен директорӗнче вӑй хурать, ачасене баян калама хӑнӑхтарать.

Вӑл – 200 ытла пӗччен тата хорпа, 40 ытла эстрадӑпа, 60 ытла ачасем юрламалли ҫепӗҫ юрӑсен, 3 вӗрсе каламалли оркестр тата баян ансамблӗ, трубапа оркестр валли кӗвӗленӗ "Серенадӑпа" "Элеги" кӗнекесен авторӗ. 45 ҫул литературӑра вӑй хунӑ. Паллӑрах кӗнекисем: "Ӑшӑ туйӑм ытамӗнче", "Творческий путь Урмарской районной детской школы искусств", "Чӗре юрри", "От души", "Юптарусемпе сатирӑллӑ сӑвӑсем", "Юрлар-и, пӗчӗк туссем", "Маттур ачасем" тата ыт. те.