уроженцы Вурнарского района
Кошкин Валерий Павлович
(07.05.1952)


Кошкин Валерий Павлович

Кошкин (Вутчуль) Валерий Павлович (07.05.1952)

Писатель, журналист, Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1977), полковник.

1952 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗнче ҫуралнӑ.

Валерий Павлович Кошкин (Вутчуль) 1969-1974 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ хыҫҫӑн "Коммунизм ялавӗ" ("Хыпар") хаҫатра ӗҫленӗ. СССР Патшалӑх харушсӑрлӑх комитечӗн Аслӑ курсӗнчен (Ташкент) вӗренсе тухсан ятарлӑ хӗсметре (1975-2002) пулнӑ. 2002-2012 ҫулсенче – Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн министерствин тӗп специалист-эксперчӗ пулнӑ.

Хайлавӗсем ҫамрӑк авторсен "Ҫӗнӗ кӗвӗ" (1973,1976) кӗнекисенче, "Служба безопасности: новости разведки и контрразведки" журналта пичетленнӗ. "Йӗкӗрешсем" поэма (2002), сӑввисемпе куҫарӑвӗсем "Тӑван Атӑл", "Ялав" тата республикӑри ытти хаҫат-журналта кун ҫути курнӑ. Светлана Гордеевӑн "Тӗлӗнтермӗшсен тӗнчи" (2008), "Аван-и, пурнӑҫ юхан шывӗ" (2010), "Хаваслӑ карусель" (2012) кӗнекисене чӑвашла куҫарса кӑларнӑ. "Чекисты Чувашии" (Антип Николаевпа пӗрле, 1987), "Для нас война продолжалась" (1990) кӗнекесем пухса хатӗрленӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн тата ведомствӑсен вун икӗ медалӗпе кӑкӑр ҫине ҫакмалли "За службу в контрразведке" хисеп паллине илме тивӗҫ пулнӑ.