уроженцы Чебоксарского района
Шубоссинни (Васильев) Николай Васильевич
(08.12.1889-13.02.1942)


Шубоссинни Н. В.

Шупуҫҫынни Николай Васильевич (Васильев) (26.11.1889-13.02.1942)

Ҫыравҫӑ, СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1934).

1889 ҫулхи раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗнчи (халӗ Шупашкар районӗ) Иккассинче вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Николай Васильевич Васильев (Шупуҫҫынни) ялти пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан 1905 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулне кайса кӗнӗ. Революци юхӑмне хутшӑннӑшӑн ӑна 1907 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ытти ачасемпе пӗрле шкултан кӑларса янӑ. Ҫак ҫулхи юпа уйӑхӗнче вӑл каллех Чӗмпӗре таврӑннӑ, куҫару комиссийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1909 ҫулта Чӗмпӗрти гимназире учитель ятне илме экстерн йӗркипе экзамен тытнӑ. 1909 ҫулта Хусан кӗпӗрнин Чистай уесӗнчи Ҫӗнӗ Аксура учительте ӗҫлеме тытӑннӑ. 1914 ҫулта ӑна салтака илнӗ. Революци хыҫҫӑн Н.В. Шупуҫҫынни парти тата хуҫалӑх ӗҫӗсенче пулнӑ, "Сунтал" журнал редакторӗнче ӗҫленӗ. 1934 ҫулта ӑна Чӑваш писателӗсен союзӗн оргкомитетне ертсе пыма суйланӑ. 1936-1937 ҫулсенче – Чӑваш наукӑпа тӗпчев институчӗн директорӗ. Ӑна 1937 ҫулта сӑлтавсӑрах айӑпласа репрессиленӗ. 1956 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.

Литература ӗҫне 1906 ҫулта пуҫӑннӑ, совет тапхӑрӗнче те нумай сӑвӑ-калав, очерк-повесть ҫырнӑ. Унӑн пичетленсе тухнӑ кӗнекисем: "Еркӗн", "Суйласа илнисем", "Ҫурхи кӗвӗсем", "Хитре Чӗкеҫ", "Эрех ӗҫме тата чӗлӗм туртма пӑрахӑр", "Сказки" и др.

1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ.