уроженцы Аликовского района
Васянка Никифор Тарасович
(18.02.1903-29.07.1976)


Васянка Никифор Тарасович

Ваҫанкка Никифор Тарасович (18.02.1903-29.07.1976)

Сӑвӑҫӑ, куҫаруҫӑ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1934), Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1967), РСФСР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1970).

1903 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хальхи Элӗк районӗнчи Ураскилтре чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Никифор Тарасович Ваҫанкка Элӗкри икӗ сыпӑклӑ шкулта вӗреннӗ. 1919 ҫулта комсомола кӗнӗ. 1920-1922 ҫулсенче Вӑрнарти педтехникумра вӗреннӗ, 1923 ҫулта "Канаш" хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1924-1927 ҫулсенче Мускавра Журналистика институтӗнче пӗлу илнӗ.

1933-1934 ҫулсенче "Трактор" альманах редакторӗ пулнӑ. 1934 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта ӗҫленӗ.

Чӑваш литературине аталантарас тӗлӗшпе нумай ҫул ӗҫленӗ. А. Пушкинӑн "Дубровский" тата "Капитан хӗрӗ" повеҫӗсене, революции юррисене чӑвашла куҫарнӑ. 1928 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисен пӗрремӗш пуххине хатӗрлесе кӑларнӑ. Вӑл "Кай, кай Ивана", "Пирӗн лаши хура тур", "Килмен те курман Шупашкарне", "Анатран хӑпарать шурӑ пӑрахут", "Кӗсле", "Ҫурхи кунсем" тата ыт. юрӑсен сӑмахӗсен авторӗ.

Н. Ваҫанкка кӑларнӑ кӗнекесем: "Хастарлӑх" (сӑвӑсем, 1926), "Ирхи сывлӑм" (сӑвӑсем, 1926), "Октябрь ҫулӗ" (сӑвӑсемпе юрӑсем, 1931), "Чакак хӑнисем" (ача-пӑча сӑввисем, 1949, 1961), "Йӑлӑмра" (сӑвӑсемпе калавсем, 1966).

1976 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.