уроженцы Аликовского района
Смолина Людмила Валериановна
(21.01.1962)


Смолина Людмила Валерьевна: фото

Смолина Людмила Валериановна (21.01.1962)

Сӑвӑҫ, журналист, Ҫ. Элкер тата М. Трубина ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1992), Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1997).

1962 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Ярхуньушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ.

Людмила Валериановна Смолина И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Пичетри Патшалӑх вӑрттӑнлахӗсене сыхлакан управленире тата "Силҫунат" журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ.

Ун сӑввисене чӑваш композиторӗсем юрра хывнӑ. Ҫыравҫӑ вырӑс классикӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ. 1994 ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен пӗрлешӗвӗнче тӑрать.

"Хӗр ӗмӗрӗ – хӑналӑх" (1993), "Асамлӑ ҫулталӑк" (1996), "Асамлӑ кӑлтӑрмач" (1998) кӗнекесен авторӗ.