уроженцы Урмарского района
Рзай Виктор Ефремович
(27.01.1906-27.02.1970)


В.Е. Рзай

Рзай Виктор Ефремович (27.01.1906-27.02.1970)

Писатель, куҫаруҫӑ, критик, педагог, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ.

1906 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кавал салинче ҫуралнӑ.

Виктор Ефремович Рзай 1914-1920 ҫулсенче хӑйсен ялӗнчи икӗ класлӑ шкулта, 1924-1926 ҫулсенче Шупашкарти совпартшкулта вӗреннӗ. 1927-1929 ҫулсенче "Канаш" хаҫат редакцийӗнче литература сотрудникӗнче ӗҫленӗ, "Сунтал", "Капкӑн" журналсемпе "Ҫамрӑк хресчен" хаҫат ӗҫне хастар хутшӑннӑ. 1928-1933 ҫулсенче Хусанти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Тутар республикинчи Ҫут ӗҫ министерствинче инспекторта ӗҫленӗ. 1933 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ, Чӑваш Писателӗсен пӗрлешӗвӗн правленийӗнче вӑй хунӑ.

1934-1944 ҫулсенче В. Рзай Тутар республикипе Ульяновск облаҫӗнчи вӑтам шкулсемпе аслӑ шкулсенче вырӑс чӗлхи вӗрентнӗ. 1944-1945 ҫулсенче каллех пичет ӗҫӗнче пулнӑ. 1945-1966 ҫулсенче Канашри медицина училищинче тата учительсем хатӗрлекен институтра вырӑс чӗлхипе литература вӗрентнӗ. Кайран мӗн виличченех Шупашкарта пурӑннӑ. Писатель 1970 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилнӗ.

В. Рзай кӗнекисем: "Ҫамрӑк вӑхӑт" (сӑвӑсем, 1928), "Виҫӗ калав" (1930), "Калавсем" (1934).