уроженцы Цивильского района
Малгай (Григорьев) Иван Григорьевич
(21.07.1911-01.01.1986)


Малгай (Григорьев) Иван Григорьевич: фото

Малкай Иван Григорьевич (08.07.1911-01.01.1986)

Поэт, журналист, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1939).

1911 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Кӑтак (халӗ Первомайски) ялӗнче ҫуралнӑ.

И. Малкай малтан ялти пуҫламӑш, унтан Ҫӗрпӳри сакӑр ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ. 1930 ҫулта Шупашкарти стройтехникума вӗренме кӗнӗ. 1932 ҫулта Горький хулинчи куҫӑмсӑр майпа вӗрентекен коммунистсен университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн комсомол обкомӗнче тата "Ҫамрӑк большевик" хаҫат редакцийӗнче, республикӑри истори архивӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑчченхи пултарулӑхӗнче "Парне" тата "Атӑл ҫинче" поэмӑсем уйрӑмах паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Ҫапӑҫу хирӗнче те юратнӑ ӗҫне пӑрахман: тӑшмана хӑвӑртрах ҫӗнтерме чӗнекен сӑвӑ-юрӑ сахал мар ҫырнӑ, вӗсенчен паллӑраххисем: "Ӗмӗр пӗтмӗ аслӑ халӑх", "Ҫӗнтерӳ юрри", "Шӑпи унӑн – вилӗм", "Шурӑ кӑвакарчӑн", "Тӑван ялшӑн", "Ялти письмоносец". Вӑрҫӑ хыҫҫӑн чылай вӑхӑт хушши Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи Радиоинформаци комитечӗпе "Коммунизм ялавӗ" хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. 1952 ҫулта "Ҫамрӑк коммунист" хаҫат редакцине куҫнӑ, унта 1956 ҫулччен ӗҫленӗ.

Унӑн сӑввисем тӑрӑх композиторсем ачасем валли чылай юрӑ хывнӑ. Вӗсенчен паллӑраххисем: "Хӗллехи савӑнӑҫ", "Ҫуллахи юрӑ", "Мир кӑвакарчӑнӗ".

Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Тӗп кӑларӑмсем: "Атӑл ҫилӗ", "Ӑшӑ салам", "Пирӗн вӑхӑт", "Савӑнӑҫ", "Уҫӑ кӑмӑл", "Шуҫӑм ҫути", "Чӗре сасси", "Костер умӗнче" т. ыт. те.

1986 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.