уроженцы Красноармейского района
Прокопьев (Чураль) Иван Афанасьевич
(06.05.1949)


Прокопьев Иван Афанасьевич: фото

Прокопьев (Чураль) Иван Афанасьевич (06.05.1949).

Журналист, ҫыравҫӑ, композитор, Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен союзӗн (1979), Чӑваш Республикин композиторсен ассоциацийӗн (2015), Чӑваш Республикин профессионал писательсен Союзӗн (2019) пайташӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1994), Нестер Янкас ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (1997).

Чӑваш Республикин Красноармейски районӗнчи Ҫӗньял Упи ялӗнче ҫуралнӑ.

Красноармейски вӑтам шкулӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Патӑрьел, Красноармейски районӗсенчи "Авангард", "Ял пурнӑҫӗ", республикӑри "Коммунизм ялавӗ" /халӗ "Хыпар"/ хаҫатсенче ӗҫленӗ. 1990-2014 ҫулсенче Красноармейски район ҫулсенче) директор та пулнӑ.

Литературӑра, искусствӑра та ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен "Потребительсен кооперацийӗ – 2008-2009" конкурссен, "Шетмӗпе ҫавал кӗввисем" фестивальсен лауреачӗ. 12 кӗнеке тата брошюра, нумай юрӑсен авторӗ. 2015 ҫултан вӑл Красноармейски районӗнчи /халъ округ/ Н. Янкӗллӗ культура, литература тата искусство пӗрлӗхне ертсе пырать. 2017 ҫулта ӑна "Красноармейски ял тӑрӑхӗн хисеплӗ гражданинӗ" ятне панӑ.

Паллӑрах кӗнекисем: Вӑйлисемпе хӑюллисен шкулӗ", "Ҫӗньялсем, ҫӗньялсем", "Ҫӗньял Упи салтакӗсем", "Пӗрле-кулар-и?, "Тăван кĕтес ытамĕнче", "Вӑййа тухрӗ сарӑ каччӑ", "Ҫунсамччӗ, ҫӑлтӑрӑм, ҫунсам", "Эпир – Янкасҫӑсем", "Тракка мучи кулать" тата ыттисем.