уроженцы Канашского района
Аслан (Степанов) Степан Степанович
(01.12.1917-25.12.1980)


Степан Аслан: фото

Аслан (Степанов) Степан Степанович (01.12.1917-25.12.1980)

Чӑваш ҫыравҫи, СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1956), Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ.

1917 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе раштавӑн 1-мӗшӗнче) Канаш районӗнчи Тури Сурӑм ялӗнче ҫуралнӑ.

Степан Аслан (Степан Степанович Степанов) тӑван ялӗнче пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ. Унтан Шӑхасанти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнче вӗреннӗ. Почтальон пулса ӗҫленӗ. Район хаҫачӗн редакцийӗпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. 1934 ҫулта ӑна хаҫат ӗҫне чӗнсе илнӗ. 1938-1940 тата 1941-1942 ҫулсенче ҫарта пулнӑ. Демобилизаци хыҫҫӑн каллех район хаҫачӗн редакцийӗнче вӑй хунӑ.

Литература ӗҫне вӑл сӑвӑсенчен тытӑннӑ, вӗсене "Ҫт. Яратай" псевдонимпа ҫырнӑ. Каярах калавсемпе повеҫсем хайлама пуҫланӑ, пысӑк калӑплӑ романсем ҫырнӑ. Унӑн малтанхи калавӗ "Сӑмакка айӑкки" 1937 ҫулта "Сунтал" журналта пичетленнӗ.

Паллӑрах кӗнекисем: "Ахрат" (1957), "Алла-аллӑн" (1958), "Хӑват" (1961), "Сехмет (1967) романсем.

Литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна Чӑваш АССР Верховнай Совет Президиумӗн Хисеп грамотине панӑ (1967).

1980 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шӑхаль ялӗнче вилнӗ.

Степан Аслан // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза. – С. 199.