(16.08.1945)
![Ильин Александр Моисеевич](http://elbib.nbchr.ru/lib_files/kzd/kalendar/ilin_am.jpg)
Ильин Александр Моисеевич (16.08.1945)
Ҫыравҫӑ, публицист, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1986).
1945 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗнче ҫуралнӑ.
Александр Моисеевич Ильин Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ. 1964-1967 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче пулнӑ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1979-1985 ҫулсенче Мускаври А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче вӗреннӗ.
Литература ӗҫне ача чухнех кӳлӗннӗ. Малтанхи сӑввисем Ҫӗрпӳ районӗнчи "Октябрь ҫулӗ" хаҫатра пичетленнӗ, каярах республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналта палӑрнӑ. Халиччен А. Ильинӑн 9 кӗнеке тухнӑ. Паллӑраххисем: "Ҫумӑр ташши" (1980), "Вӑрманти тӗлпулу" (1982), "Тупа" (1990), "Тумла" (1994). Поэт ытларах ҫарпа патриотизм ҫинчен ҫырать, ҫавӑн пекех сӑввисенче ял, туслӑх, юрату темисем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.