уроженцы Вурнарского района
Кибек (Афанасьев) Дмитрий Афанасьевич
(15.09.1913-03.03.1991)


Кибек (Афанасьев) Дмитрий Афанасьевич: фото

Кибек Дмитрий (Афанасьев Дмитрий Афанасьевич) (15.09.1913-03.03.1991)

Писатель, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1957), Чӑваш АССРӗн К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1982), Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине хутшӑнаканӗ.

1913 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районе кӗрекен Тимӗрчкассинче ҫуралнӑ.

Д. Кибек 1926 ҫулта Туҫи Ҫармӑсри пуҫламӑш шкултан, 1930 ҫулта Кӗҫӗн Кипекри 8 ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ. Кайран пӗр ҫулталӑк хушши мелиораципе ҫӗр йӗркелӳ техникумӗнче, икӗ ҫул хушши Шупашкарти педагогика институчӗн литература факультетӗнче вӗреннӗ. 1932-1933 ҫулхи вӗренӳ ҫулӗнче Вӑрман Кипекри колхоз ҫамрӑкӗсен шкулне ертсе пынӑ, ун хыҫҫӑн ҫав шкултах ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ, 1935 ҫулта ӑна Кӗҫӗн Кипекри вӑтам шкула ӗҫлеме куҫарнӑ.

1935-1954 ҫулсенче ҫарта пулнӑ, ахаль салтакран подполковник таран ӳснӗ, Киеври ҫар ҫыхӑнӑвӗн училищинчен, ҫар юстицийӗн академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫыравҫӑ фронта кайнӑ: алла пӑшал тытса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Совет Ҫарӗнче юстици органӗнче ӗҫленӗ.

Повеҫсен, романсене, детективлӑ-приключениллӗ калавсен авторӗ. Чӑваш литературине аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗҫленӗшӗн Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ. "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" роман ҫыравҫӑ пултарулӑхӗнче паллӑ вырӑн йышӑнать. Ку хайлавра автор совет халӑхӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи паттӑрлӑхне сӑнласа парать. 1983 ҫулта ҫак романшӑн ӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх премине панӑ.

Тӗп кӑларӑмсем: "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ", "Сунарҫӑсем", "Кайӑк тусӗ", "Телейлӗ пурнӑҫшӑн", "Парӑнманнисем ҫӗнтереҫҫӗ", "Хитре хӗрарӑм", "Уйӑх витӗр ҫул курӑнать", "Сунарҫӑ калавӗсем" т. ыт. те.

1991 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ.