уроженцы Вурнарского района
Ивник (Николаев) Иван Николаевич
(27.02.1914-28.05.1942)


Ивник Иван Николаевич: фото

Ивник (Николаев) Иван Николаевич (27.02.1914-28.05.1942).

Чӑваш писателӗ, поэт, лирик, тӑлмач, фольклорист, СССР писательсен Союзӗн членӗ (1938).

1914 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнчи (халӗ Вӑрнар районӗ), Ҫавалкас Мӑрат ялӗнче ҫуралнӑ.

Ялти шкул хыҫҫӑн Шупашкарти педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ, Хусанти совет прави институтне вӗренме кӗнӗ (ҫемьере йывӑр лару-тӑрӑва пула вӗренсе пӗтереймен). Самарта "Колхозник" хаҫатра ӗҫленӗ. 1933 ҫулта Иван Ивник яланлӑхах Шупашкара куҫса килнӗ. Раҫҫей телеграф агенствин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗнче ялсемпе хуласене ятарласа тухса ҫӳрекен корреспондентра, Шупашкарта "Колхоник ялавӗ", " Пионер сасси" хаҫатсенче ӗҫленӗ. 1937 - 1940 ҫулсенче Чӑваш наукӑпа тӗпчев институчӗн литература пайӗнче вӑй хунӑ. 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗнче К. В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ӗҫне йӗркелесе янӑ, унӑн ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. Каярахпа Иван Ивник Чӑваш АССР Писательсен союзӗнче литература консультатӗнче ӗҫленӗ.

Ҫырма вӑл фельетонсемпе пӗчӗк калавсенчен пуҫланӑ. Унӑн чи малтанхи хайлавӗсем «Капкӑн» журналта пичетленнӗ. Ҫамрӑк автор 1928-1929 ҫырнисен йышӗнче: «Урнӑ Кӗркури», «Павел Черкинӑн телейлӗ кунӗсемпе хуйхӑллӑ кунӗсем», «Пилӗк пуху» фельетонсем, «Лӑкӑштӑкпа Унтри пичче», «Урине калавӗсем», «Ҫур аки умӗн», «Ҫӑварни», «Сӑмакуна пула» тата ытти те. Ҫак вӑхӑтра вӑл сӑвӑ-юрӑ ҫырма пуҫлать. Вӑл ҫырнӑ сӑвӑсем, критика статйисем тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетленнӗ. Унӑн чи паллӑ хайлавӗсем: «Павлик Морозов», «Киркка Иленӗ», «Чемей пӑлхавӗ» поэмӑсем тата «Теллей ҫулӗ» сӑвӑлла юмах. Иван Ивник А. Пушкин, М. Лермонтов, М. Горький, В. Маяковский, С. Есенин ӗҫӗсене чӑвашла куҫарса пичетленӗ. Унӑн чылай сӑввисене юрра та хывнӑ: «Ирхи Атӑл», «Пӗрле ӳснӗ тантӑшсем», «Хӗвелӗмӗр», «Улма йывӑҫ авӑнать», «Ҫурхи хаваслӑх» тата ыттисем те. Иван Ивник пурнӑҫӗн юлашки тапхӑрӗ калама ҫук тертлӗн иртнӗ. Сывлӑхӗ хавшаса пынине пӑхмасӑрах сӑвӑҫ 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗнче К. В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗн ӗҫне йӗркелесе янӑ. Музей ертӳҫинче тӑрӑшнӑ. Каярахпа Иван Ивник Чӑваш АССР Писательсен союзӗнче литература консультатӗнче ӗҫленӗ.

1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшнче вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ.