уроженцы Моргаушского района
Григорьев Иван Григорьевич
(19.01.1924-26.12.1980)


Григорьев Иван Григорьевич: фото

Григорьев Иван Григорьевич (19.01.1924-26.12.1980).

Чӑваш писателӗ, СССР писателӗсен Союзӗн членӗ (1962).

1924 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Сыпайкассинче ялӗнче ҫуралнӑ.

И. Григорьев КПСС Чӑваш обкомӗ ҫумӗнчи парти шкулне (1945), СССР писательсен Союзӗ ҫумӗнчи литературӑн Аслӑ курсне (1967) пӗтернӗ. Ӗҫлӗ пурнӑҫне тӑван ялӗнчи вулав ҫурчӗн заведующийӗнче пуҫланӑ. Ишлейри ВЛКСМ райкомӗн секретарӗ, Муркаш район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ, 1946-1953 ҫулта - Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательствин техника редакторӗ, 1953-1980 ҫулта - "Ялав" журналӑн, "Коммунизм ялав" хаҫачӗн литература сотрудникӗ, Чӑваш ен писательсен Союзӗн пропаганда бюровӗн заведующийӗ.

Ҫыравҫӑн паллӑрах кӗнекесем: "Виҫҫӗмӗш шӑматкун", "Пурнӑҫ таппи", "Сехет ҫаплах шакканӑ", "Ҫӑлтӑрпа ҫӑлтӑр калаҫать", "Ҫурхи кунсем", "Хумсем пӗрлешмеҫҫӗ", Сенкер кимӗ", "Хумсем пӗрлешмеҫҫӗ", А.Барбюс, А. Домбровский тата ыт. писательсен произведенийӗсене чӑвашла куҫарнӑ.

1951 ҫулта "Тӑван Атӑл" альманахӑн виҫҫӗмӗш кӗнекинче "Ҫуллахи кунсем" повесть пичетленсе тухнӑ - авторӑн пӗрремӗш пысӑк произведенийӗ. Унӑн писатель пултарулӑхӗ журналистикӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Произведенисен тӗп теми - ҫамрӑксен шӑпипе ӗҫӗсем, унӑн проблемисемпе интересӗсем.

1980 ҫулхи раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.