уроженцы Комсомольского района
Волков (Кашкӑр Микули) Николай Григорьевич
(15.05.1881-05.12.1946)


Кашкӑр Микули: фото

Волков Николай Григорьевич (Кашкӑр Микули) (15.05.1881-05.12.1946)

Поэт, фольклорист, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин участникӗ.

Комсомольски районӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнче 1881 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче чухӑн килйышра ҫуралнӑ.

Кашкӑр Микули – юмах ӑсти. Вӑл пӗчӗкренех ашшӗсӗр хура-шур курса ӳснӗ. Вунпӗр ҫул тултарсанах тӑлӑха юлнӑ. Пурнӑҫ йывӑр пулнӑ пирки Кашкӑр Микули шкула икӗ эрне ҫеҫ ҫӳренӗ. Чӗмпӗрте чӑвашла кӗнеке кӑларни ҫинчен илтсен тӑхӑр ҫулхи Микула юлташ тупса унта каять. Чӗмпӗре Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчен ҫитме пӗр 130 ҫухрӑм утмалла. Акӑ ҫӑпата сырнӑ, кутамкка ҫакнӑ чӑваш ачисем Чӗмпӗре ҫитсе кӗреҫҫӗ. И. Я. Яковлев инҫетрен килнӗ ачасене хапӑлласа йышӑнать, вӗсене иккӗшне те пӗрер букварь тата ытти чӑвашла кӗнекесем парса ярать. Ҫав кӗнекесемпе Микула хӑй тӗллӗн ҫырма та, вулама та вӗренет. 1899 ҫулта Донбаса ӗҫ шырама тухса кайнӑ, унта тӗрлӗ шахтӑра вагонщик пулса ӗҫленӗ.

1934 ҫулта ӑна шалкӑм ҫапнӑ пирки хӑлхасӑр пулса юлать. Ӗҫсӗр ларма пултарайман, пӗтӗм пурнӑҫне, чун хавалне литература ӗҫне парӑнтарать: сӑвӑсем ҫырать, халӑх сӑмахлӑхне пухать, тӑван тавралӑхри чӑваш йӑли-йӗркисене ҫырса Шупашкара наука тӗпчев институтне ярса парать.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче поэт сасси уйрӑмах ҫирӗппӗн янӑранӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫырнӑ "Тӗп пултӑр фашист", "Сехет ҫитет пӗтесси" сӑвӑсенче вӑл фашизма питлет, совет ҫыннисен паттӑрлӑхне мухтать. Гитлера чунтан тарӑхса, ӑна мӑшкӑлласа "Фюрерӑн хӳри татӑлнӑ" юмах ҫырать.

Йывӑр чирлесе 1946 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче тӑван ялӗнче вилсе каять.