уроженцы Канашского района
Енеш (Григорьев) Виталий Григорьевич
(19.10.1941)


Енеш (Григорьев) Виталий Григорьевич: фото

Енеш (Григорьев) Виталий Григорьевич (19.10.1941).

Писатель, 1978 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн, халӗ Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ.

1941 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пратьякас-Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ. Ямашри вӑтам шкулта сакӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫара кайиччен ялта ӗҫленӗ. 1970 ҫулччен Аургазӑ районӗнчи чӑвашла тухса тӑракан "Ҫӗршыв ҫулӗ" хаҫатра тӑлмачра ӗҫленӗ, 1970 ҫулта ӑна Шупашкар "Капкӑн" журнал редакцийӗнче ӗҫлеме чӗнсе илнӗ. Малтан пай пуҫлӑхӗнче, унтан яваплӑ секретарте, редактор ҫумминче ӗҫленӗ. 1979-1981 ҫулсенче Мускаври Литература институчӗн аслӑ курсӗнче вӗреннӗ. Чӑваш Писателӗсен союзӗн литература консультатӗнче вӑй хунӑ, СССР Литфончӗн Чӑваш уйрӑмӗн директорӗ пулнӑ.

В. Енӗшӗн перремӗш очеркӗ "Ялан халӑхпа пӗрле" "Ялав журналта пичетленнӗ (1959). Вӑл 18 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Вӗҫенчен хӑш-пӗрисем вырӑсла украинла, пушкӑртла кун ҫути курнӑ. Юлашки ҫулсенче Чӑн тӗн кӗнекисене чӑвашла куҫарса кӑларас енӗпе ӗҫлет. 20 ытла кӗнеке хатӗрлесе кӑларнӑ. Паллӑрах кӗнекесем: "Ҫӗр тӗрекӗ", Чи маттурри - Урине", "Ҫулҫӑ айӑнчи ҫырла", Чун кӑварӗ", "Чиркӳ ҫулӗ".

Виталий Енӗш "Пушкӑртстан культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" (1992), ҫав республикӑн Ф. Карим ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ (1995).