уроженцы Алатырского района
Акимов-Аруй Михаил Филиппович
(14.07.1895-12.01.1972)


Акимов-Аруй (Аруй) Михаил Филиппович

Акимов-Аруй Михаил Филиппович (15.07.1895-10.01.1972)

Ҫыравҫӑ-драматург, учитель, Пӗрремӗш тӗнче, Граждан тата Тӑван ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫисен участникӗ.

Михаил Филиппович Акимов-Аруй 1895 ҫулта утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Пӑва уесӗнчи Шамкай вулӑсӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫре (халӗ Чӑваш Республикин Улатӑр районӗ) ҫуралнӑ.

1902-1906 ҫулсенче ялти пуҫламӑш шкулта, 1907-1910 ҫулсенче Пӑва районӗнчи Хурӑнварти икӗ сыпӑклӑ шкулта, 1910-1914 ҫулсенче Бирск хулинчи учительсем хатӗрлекен шкулта вӗреннӗ, Ӗпхӳ кӗпӗрнинчи Стерлитамак уесӗнчи Федоровка ялӗнчи шкулта ӗҫленӗ, Пӗрремӗш тӗнче (1915-1918), Граждан (1920-1921) тата Тӑван ҫӗршыв (1942-1944) вӑрҫисене хутшӑннӑ.

Литература ӗҫне М. Акимов-Аруй 1918 ҫулта, Граждан вӑрҫинчен таврӑнсан, "Канаш" хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ чухне, пуҫӑннӑ. "Вӑхӑтсӑр вилӗм" драма ҫырнӑ. Ҫав ҫулах ҫуркунне ӑна Хусанти Чӑваш театрӗнче лартнӑ, 1919 ҫулта вӑл Чӗмпӗрте уйрӑм кӗнекен пичетленсе тухнӑ. "Вӑхӑтсӑр вилӗм" тӑватӑ пайлӑ драма – Чӑваш театрӗнче лартнӑ чӑвашла ҫырнӑ пӗрремӗш пьеса. М. Акимов-Аруй "Илюк" драмине 1918-1919 ҫулсенче Чӗмпӗрти педагогика институтӗнче вӗреннӗ чухне ҫырнӑ. 1920 ҫулта ӑна Хусанта уйрӑм кӗнекен пичетлесе кӑларнӑ. 1921-1957 ҫулсенче М. Акимов-Аруй Улатӑр районӗнчи тӗрлӗ шкулта учитель, директор, завуч пулса ӗҫленӗ, Горький хулинчи педагогика институтӗнче кӗретсӗр вӗреннӗ (1932).

М. Акимов-Аруй каярах та пьесӑсем ҫырнӑ: "Таврӑнчӗ", "Кирук", "Эрех пӑсать", "Костяпа Маня", "Хыпар" пӗтрӗ, "Канаш" пулчӗ", "Петр Крепкое", "Кинне вӗлерекенскер", "Ялта", "Правда" колхоз" тата ытти те. Анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула вӗсем пичетленсе тухайман.

Ҫыравҫӑ 1972 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче тӑван ялӗнче вилнӗ.