уроженцы Шумерлинского района
Долгов (Хударсем) Василий Архипович
(13.01.1906-19.07.1990)


В.А. Долгов

Долгов Василий Архипович (14.01.1906-19.07.1990)

Писатель, литература критикӗ, публицист, куҫаруҫӑ, Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РСФСР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1948).

1906 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Ҫӗмӗрле районне кӗрекен Хутар салинче ҫуралнӑ.

В. Долгов 1922 ҫулта ялти ултӑ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн Вӑрнарти ялхуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ. 1924 ҫулхи кӗркунне Шупашкарти рабфака вӗренме кӗнӗ. 1927-1930 ҫулсенче Мускаври М.В. Ломоносов ячӗллӗ университетӑн историпе философи факультетӗнче вӗреннӗ. 1931-1934 ҫулсенче – Шупашкарти рабфак директорӗ. 1934 ҫулта Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи Наукӑпа тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ. 1937 ҫултан пуҫласа вӑрҫӑ пуҫланичченех вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче политикӑпа ҫыхӑннӑ литературӑна чӑвашла куҫарса тата редакцилесе кӑларакан комиссире ӗҫленӗ.

1941-1945 ҫулсенче фронтра пулнӑ, ахаль салтакран гварди капитанне ҫитнӗ, дивизи хаҫатӗнче редактор ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Ленинград блокадине татса тухнӑ чухнехи хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн каллех пичет ӗҫӗнче: малтан – кӗнеке издательствин аслӑ редакторӗ, унтан – Чӑваш ҫыравҫисен Созӗн правленийӗн яваплӑ секретарӗ тата "Ялав" журнал редколлегийӗн членӗ, каярахпа – КПСС обкомӗн пропагандӑпа агитаци пайӗн пичет секторӗн заведующийӗ. 1962 ҫултанпа литература ӗҫӗпе пурӑннӑ.

Литература ӗҫне сӑвӑсенчен тытӑннӑ. Пӗрремӗш сӑввисем 1925 ҫулта пичетленнӗ. 1930 ҫулта "Хура тар" ятлӑ сӑвӑсен пуххи пичетленсе тухнӑ. 1963 ҫулта "Чӑваш литературин сӑн-сӑпачӗ" ятпа кӑларнӑ кӗнеки чӑваш литературин ҫул-йӗрӗпе паллаштарать. Чӑваш поэзине никӗсленӗ К.В. Ивановпа Ҫеҫпӗл Мишшин, П. Хусанкайпа Я. Ухсайӑн тата ытти нумай чӑваш ҫыравҫисен пултарулӑхне тӗплӗн те анлӑн тӗпченӗ. И.Я. Яковлевпа И.Н. Ульянов хушшинчи туслӑх ҫинчен ҫырнӑ "Ӗмӗрех пархатарлӑ туслӑх", "Пархатарлӑ туслӑх" кӗнекесем те тӑван халӑх культурин историне тӗпчес тӗлӗшпе тунӑ паллӑ ӗҫсенчен малтанхисем шутланаҫҫӗ. 1950 ҫулта "Ваттисен сӑмахӗсемпе сутмалли юмахсем" кӗнеке тухнӑ, ӑна тепӗр хут ҫӗнетсе 1957 ҫулта "Юмах ярӑп, юптарӑп" ятпа кӑларнӑ.

Проза жанрӗпе те ҫырнӑ. Вырӑсларан чӑвашла куҫарас тӗлӗшпе те нумай ӗҫленӗ. В.И. Ленин, А.С. Пушкин, И.Я. Франко, И.С. Тургенев, К.Д. Ушинский тата ыттисен хайлавӗсене куҫарса кӑларнӑ. Ҫирӗм ытла кӗнеке авторӗ, вӗсен хушшинче: "Ачаранпах", "Ҫуралнӑ ҫӗршывра", "Тӗлӗнмелле винтовка", "Пирӗн ҫывӑх юлташ", "Ҫурхи калавсем", "Чӑваш халӑх поэчӗ К.В. Иванов", "Идеи и образы чувашской литературы" т. ыт. те.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин I тата II степеньлӗ орденӗсемпе, "Хӑюлӑхшӑн", "Ленинграда хӳтӗленӗшӗн", "Прагӑна ирӗке кӑларнӑшӑн", "1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн" медальсемпе наградӑланӑ. Литературӑра нумайранпа тата ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн "Хисеп палли" орденпа, РСФСР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотипе, Чӑваш АССР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

1990 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.