уроженцы Урмарского района
Казанов Аркадий Петрович
(27.08.1932-21.02.2013)


Казанов А. П.

Казанов Аркадий Петрович (27.08.1932-21.02.2013)

Писатель, журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1982), Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1988), Раҫҫей Федерацийӗн писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1994), СССР журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1979), журналистсен Ҫ. Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ (1993).

1932 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинерте ҫуралнӑ.

А. Казанов тӑван ялӗнчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан, Пысӑк Енккассинчи вӑтам шкултан, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен, Парти Ленинградри аслӑ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1954-1957 ҫулченче ҫар службинче пулнӑ.

"Хӗрлӗ ялав", "За коммунизм", "Хыпар" хаҫатсенче ӗҫленӗ. 1988-1991 ҫулсенче "Хыпар" хаҫат редакторӗ пулнӑ.

Ун хайлавӗсем ҫак кӗнекесенче пичетленнӗ: "Ачалӑх сукмакӗсем", "Чун йыхравӗ", "Ир ларнӑ хӗл", "Кашкӑр юрттиллӗ этем кӗрчӗ", "Ватӑ Йӑмра вилӗмӗ" тата ыттисенче.

Ҫыравҫӑ 2013 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.