уроженцы Яльчикского района
Турхан Якку (Васильев, Яков Васильевич)
(25.03.1874-08.05.1938)


Турхан Якку: фото

Турхан Якку (Васильев Яков Васильевич) (25.03.1874-08.05.1938).

Писатель, поэт, переводчик.

1874 ҫулхи пуш уйхӗн 25-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Пӑва уесӗнчи (халӗ Елчӗк районӗ) Турханта ҫуралнӑ.

Курнавӑшра пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарирен вӗренсе тухнӑ, тӗрлӗ ҫӗрте учительте, чиркӳре ӗҫленӗ. 1924 ҫултанпа Хусанта пурӑннӑ. 1920-мӗш ҫулсенче вӑл хӑй санне пӑрахни ҫинчен хаҫат урлӑ пӗлтернӗ.

Литература ӗҫне1896 ҫулта тытӑннӑ. Вӑл чӑваш поэзиӗнче пейзаж, философии лирикине пуҫарса янӑ, унӑн гражданла лирика тӗслӗхӗсем те чылай. "Варуҫҫи" поэмӑра эпосла жанр уйрӑмлӑхӗсем палӑраҫҫӗ (малтанхи хут 1906 ҫулта "Хыпар" хаҫатра пичетленнӗ). Турхан Яккӑвӗ - вырӑс поэзине чӑвашла куҫарма тытӑнакансенчен пӗри. Вӑл В. Жуковский, А. Пушкин, И. Козлов, М. Лермонтов, А. Кольцов, Н. Некрасов сӑввисене куҫарнӑ. Поэт литература ӗҫне 1905 ҫул хыҫҫӑн та пӑрахман, анчах унӑн ку тапхӑрти эткерӗ упранса юлман.

Турхан Яккӑвӗн сӑввисем "Виҫӗ Турхан - пӗртӑван (Шупашкар: Калем, 2001) кӗнекере тухнӑ.

Поэта 1935 ҫулта репрессиленӗ, Архангельск облаҫне ГУЛАГа янӑ. Вӑл унта 1937 ҫулхи раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вилнӗ.