уроженцы Шемуршинского района
Ильбек Мигулай (Ильбеков Николай Филиппович)
(19.05.1915-12.04.1981)


Ильбек Мигулай

Илпек Микулайӗ (Ильбеков Николай Филиппович) (19.05.1915-12.04.1981)

Ҫыравҫӑ, чӑваш халӑх писателӗ (1970), илемлӗ проза ӑсти, СССР писателӗсен союзӗн членӗ (1948), Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакан, Шӑмӑршӑ районӗн хисеплӗ гражданинӗ.

Илпек Микулайӗ 1915-мӗш ҫулхи майӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Шӑмӑршӑ районне кӗрекен Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ.

Малтан Илпек хӑйсен ялӗнчи пуҫламӑш шкулта, 1926-1927-мӗш ҫулсенче Тутар республикинчи Пӑва районӗнчи Хурӑнварти икӗ класлӑ шкулта вӗренет. 1927-мӗш ҫулта Шӑмӑршӑри сакӑр класлӑ шкула куҫать, унтан Патӑръелӗнчи педагогика техникумӗнче вӗренет. Техникумран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, 1931-1932-мӗш ҫулсенче, Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнче пуҫламӑш шкулта ӗҫлет. 1932-1934-мӗш ҫулсенче Илпек Микулайӗ Шупашкарти педагогика институчӗн чӗлхепе литература факультетӗнче вӗреннӗ. 1933-мӗш ҫулта "Канаш" хаҫатра пирвайхи сӑвви пичетленче тухать. Вӑл – "Сӑмах – комсомола" ятлӑ. Виҫӗ ҫул хушши (1934-1937-мӗш ҫулсенче) Илпек Микулайӗ республикӑри Радиоинформаци комитетӗнче литературӑпа драма передачисен редакторӗнче ӗҫлет. Ку вӑхӑталла ҫамрӑк ҫыравҫӑн сӑввисем, калавсем респубикӑри хаҫат-журналсенче тӑтӑшах пичетленнӗ. 1937-1948-мӗш ҫулсенче писатель ҫарта службӑра тӑнӑ. Малтан вӑл кӗҫӗн командирсем хатӗрлекен шкулта вӗреннӗ, кайран темиҫе ҫул хушши полкри комсомол комитечӗн секретарӗ пулнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче малтан пулемет взвочӗн командирӗ, каярахпа дивизион комиссарӗ тата дивизире тухса тӑнӑ "На разгром врага" ятлӑ хаҫат редакторӗ пулнӑ. 1948-мӗш ҫулта Илпек Совет Ҫарӗнчен киле таврӑнать. Вунӑ ҫул хушши Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакторӗнче ӗҫленӗ. 1958-1963-мӗш ҫулсенче Чӑваш писателӗсен Союзӗн правленийӗн ответлӑ секретарӗ. 1967-1971-мӗш ҫулсенче вӑл чӑваш писатӗлӗсен Союзӗн консультанчӗ пулса ӗҫлет.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Илпек Микулайӗн пултарулӑхӗ хӑвӑрт аталанса пырать. Малтан вӑл кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли унчченхи сӑвӑсемпе калавсене юсаса, хушса ҫырнӑ кӗнекесем кӑларать, унтан вӑрҫӑ ҫинчен калавсемпе повӗҫсен кӗнекисене хатӗрлет. Ҫыравҫӑ тӗрлӗ жанрпа ҫырма тӑрӑшать. Писатель пултарулӑхӗшӗн уйрӑмах паллӑ произведени вӑл – "Хура ҫӑкӑр" роман. Ҫак роман тӑрӑх вӑл Г. Микушкинпа пӗрле "Хура ҫӑкӑр" драма ҫырнӑ. Илпек Микулайӗн "Хура ҫӑкӑр" романне вырӑсла та, эстонла та, пӑлхарла та куҫарса кӑларнӑ. Ҫыравҫӑ илемлӗ очерк жанрӗнче те ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ. Вырӑсларан куҫарас тӗлӗшпе те чылай вӑй хунӑ. Вӑл В. Каверинӑн "Икӗ капитан" романне, Н. Гоголӗн "Вилӗ чунсем" поэмин сыпӑкӗсене, Ю. Сотникӑн "Тӗлӗнмелле кайӑк", В. Некрасовӑн "Сталинград окопӗсенче" повеҫӗсене, И. Вазовӑн "Пусмӑрта" романне тата А. Чехов, И. Франко, М. Горький калавӗсене куҫарнӑ.

Паллӑ кӗнекисем: "Вӑрҫӑпа ҫӗнтерӳ", "Суйласа илнисем", "Тимӗр", "Хура ҫӑкӑр", "Эпир – совет салтакӗсем" тата ыт. те.

Фронтри паттӑрлӑхпа ӑсталӑхшӑн икӗ орденпа вуникӗ медальпе наградӑланӑ. 1970-мӗш ҫулта Илпек Микулайне чӑваш халӑх писателӗ ятне панӑ. РСФСР Верховнӑй Совет Президиумӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Паллӑ ҫыравҫӑ 1981-мӗш ҫулта Шупашкарта вилнӗ.