уроженцы Козловского района
Ухсай Мария Дмитриевна
(25.01.1908-25.09.1969)


Ухсай Мария Дмитриевна: фото

Ухсай Мария Дмитриевна (25.01.1908-25.09.1969)

Ҫыравҫӑ, драматург, куҫаруҫӑ, СССР писателӗсен перлешӗвӗн членӗ (1949), Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ (1968).

1908 ҫулхи январӗн 25-мӗшӗнче хальхи Куславкка районӗнчи Карач ялӗнче учитель ҫемйинче ҫуралнӑ.

Мария Дмитриевна Ухсай 1925 ҫулта Карачри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Чӑваш педагогика техникумне вӗренме кӗнӗ. Техникумран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пӗр хушӑ шкулта вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. Пӗлӳ шайне ӳстерес ӗмӗт Мария Дмитриевнӑна Чӑваш патшалӑх педагогика институтне илсе ҫитернӗ.

Институтра пултаруллӑ вӗреннине шута хурса тата шкулта ӗҫленӗ опыт пуррине кура М. Ухсая институт хыҫҫӑн тӳрех Канашри педагогика училищине пулас учительсене вӗрентме янӑ. 1930-1950 ҫулсенче вӑл республика тулашӗнче, Ульяновскра, Чӑваш педагогика училищинче ӗҫленӗ. Шкулта, училищӗре ӗҫлени ҫамрӑк ҫыравҫӑн пултарулӑхне ача-пӑча тӗнчипе малашлӑхра та ҫирӗп ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл ачасем валли илемлӗ хайлавсем чылай хывнӑ.

1940 ҫулта М. Ухсай Шупашкара яланлӑхах куҫса килнӗ, хӑйӗн малашнехи пурнӑҫне йӑлтах чӑваш литературипе ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл ҫырнӑ произведенисене ачасем хапӑл туса йышӑннӑ. "Кӑра ҫилсем" повесть, сӑмахран, илӗртӳллӗ чӗлхепе, ҫынсен сӑнарӗсене, вӗсен характерӗсене ӑста уҫса пама пултарнипе ҫамрӑк вулакансен кӑмӑлне килнӗ. Ку хайлавра ҫыравҫӑ чӑваш хресченӗн 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи пӑлхавӑрлӑ пурнӑҫне сӑнланӑ.

М. Ухсай чӑваш литературинче пьесӑсем ҫырнипе те йӗр хӑварнӑ. Унӑн хайлавӗсене чӑваш театрӗсен сценисем ҫинче темиҫе хутчен те лартнӑ. Ҫав пьесӑсем ачасен кӑмӑл-шухӑшӗпе, ӗмӗчӗпе ҫывӑх, вӗсем ҫамрӑксен эстетикӑлла туйӑм пуянлӑхне аталанма, тавра курӑмне анлӑлатма чылай пулӑшнӑ.

1969 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тӑван ялӗнче вилнӗ.